Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Такӑнса ӳкрӗм (Олег Зологин)

Такӑнса ӳкрӗм.
Мӗн пулчӗ-ши?
Ӳкекен марччӗ.
Ывӑнтӑм-ши?
Мӗншӗн? Мӗншӗн
Вӑй пӗтрӗ-ши?

Ӗмӗтленеттӗм
Эпӗ ҫитме
Сирӗлекен
Тӗнче вӗҫне.
Мӗн-ши? Мӗн-ши
Сӑрт хыҫӗнче?

Тӑмалла, утмалла, ҫитмелле...

Асӑрхаймарӑм
Пӗлес килнӗрен
Тӑвалла ҫеҫ
Утма тивнине.
Кам-ши? Кам-ши
Хистет ҫитме?

Пӗлӗтпе ҫӗр
Пӗрлешнӗ ен
Каять аякка
Ҫывхарнӑҫемӗн.
Темшӗн? Темшӗн
Канас килмест.

Тӑмалла, утмалла, ҫитмелле...

Такӑнса укрӗм.
Тӑрайӑп-ши?
Каҫ пуличчен
Чӑтайӑп-ши?
Манӑн, манӑн
Кӗрен тӗнче.

Тӑмалла, утмалла, ҫитмелле...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-11 13:57:01 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2347 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем